Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Каччӑсем валли юрлакан «Юрату.Ru»

...Виҫҫӗн вӗсем - чӗвӗл саслӑ ырӑ куҫлӑ Нина, ҫулне кура мар шухӑшлӑ Настя, йӑл-йӑл кулӑллӑ Оксана. Виҫӗ ҫамрӑк чун, виҫӗ хавас кӑмӑл "Юрату.ru" эстрада ушкӑнне йӗркеленӗ. Юрӑ-кӗвӗ уйӗнче пуҫласа утӑмлаҫҫӗ пулин те ҫитӗнӗвӗсем ҫук мар хӗрсен: тӗрлӗ концерта тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, итлекенсене илемлӗ юррисемпе тыткӑнлаҫҫӗ. Чӑваш радио йӗркелесе пыракан "Кайри-мала" хит-парад ҫӗнтерӳҫисем ҫав тери уҫӑ чунлӑ, хавас кӑмӑллӑ. Паян "ҪХ" тӗпелӗнче вӗсем — чӑваш тӗнчине ӑшӑ пиллӗ чӗрисемпе, ҫепӗҫ юрри-ташшипе илӗртекен "Юрату.ru" пикисем.

Кӗскен
Нина Сорокина — 18 ҫулта, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 2-мӗш курс студентки.
Настя Романоаа — 17 ҫулта, Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечӗн Шулашкарти уйрӑмӗнче 1-мӗш курсра вӗренет.
Оксана Николаева — 18 ҫулта, Шупашкарти 20-мӗш професси училищинче повар ӑсталӑхне алла илет.
Чун киленӗвӗ — эстрада. Ҫавӑн пекех уҫӑлса ҫӳреме, ташлама кӑмӑллаҫҫӗ. Пылак пӑршӑн чунне пама хатӗр /каччисене пӗлсе тӑма: Нина — улма-ҫырлапа, Оксанӑпа Настя шӑккалатпа илемлетнине юратаҫҫӗ!/.

— Ушкӑн йӗркелес шухӑш мӗнле ҫуралнӑ?
_Нина_: Шкул сакки "ҫуратнӑ" юрӑҫсем эпир. /Кулать. — Авт./ Чӑнах-чӑнах! Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗн шкулӗнче вӗренеттӗмӗр, Р.В. Беляева ертсе пыракан "Чӑваш юрри" кружока ҫӳреттӗмӗр. Ун чухне ушкӑн йӗркелес терӗмӗр те. Малтанласа шкулти, районти мероприятисенче юрлаттӑмӑр. "Юрату.ru" эстрада ушкӑнӗ вара 2004 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе шутлатпӑр. Ҫак кун районти культура ҫурчӗн сцени ҫине пысӑк концертпа тухнӑччӗ.
_Настя_: "Юрату.ru" шӑпинче Роза Владимировна Беляеевӑн тӳпи пысӑк. Вӑл — ушкӑн амӑшӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Пирӗн репертуарти чылай юрӑ авторӗ те вӑлах.

— Эсир эстрада ҫулне шкул саккинчен, 9-10-мӗш классенчех, пуҫланӑ. Учительсем юрӑҫ пулма ӗмӗтленекен вӗренекенӗсене мӗнле йышӑнатчӗҫ?
_Настя_: Нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те пулман пирӗн. Ҫирӗп ыйтатчӗҫ. Вӗренӗве те, чун киленӗвне те шайлаштарса пыма тӑрӑшнӑ.
_Нина_: Концерт вӑхӑтӗнче сцена хыҫӗнче кӗтес тупса сочинени ҫырни, сӑвӑ вӗренни те пӗрре мар пулнӑ. Концертран ҫӗрле таврӑнсан та тепӗр кунне ирех тӑрса шкула утаттӑмӑр.

— Ушкӑн йышӗ улшӑнни ҫинчен илтнӗччӗ...
_Нина_: Ҫапла. Настьӑпа иксӗмӗр пӗрремӗш кунранах пӗрле. Оксана вара пирӗн ушкӑнра — ҫӗнӗ ҫын. Малтанхи ӗҫтешӗмӗрпе уйрӑлма тиврӗ.
_Настя_: Пӗр хушӑ сцена ҫине иккӗнех тухрӑмӑр, унтан виҫҫӗмӗш юрлакан кирлине ӑнланса тӑван районӑмӑрта ятарлӑ кастинг йӗркелерӗмӗр. Пикесем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Вӗсене тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр кӑлартӑмӑр та Оксанӑна суйласа илтӗмӗр.
_Оксана_: Ушкӑнра 2006 ҫултанпа юрлатӑп. Хӗрсемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑрах пулмарӗ. Хама кунта ӗмӗр-ӗмӗр юрланӑн туятӑп. Хумханни пур, пытармастӑп.

— Ҫамрӑк юрӑҫсене чӑваш эстради мӗнле йышӑнать? Яш "ҫӑлтӑрсем" пӗр-пӗринпе мӗнле хутшӑнаҫҫӗ? Кӗвӗҫни, ӑмсанни пур-и? Е пурте туслӑ, савӑнӑҫлӑ, хавас?
_Настя_: Сцена ҫинче тахҫантанпах юрлакансем ҫамрӑксем ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ: пӗрисемшӗн, тӗлӗнмелле те, ача сачӗ пек кӑна эпир, теприсене вара тав тӑвас килет: хавхалантарса, пулӑшса пыраҫҫӗ.
_Нина_: Ҫамрӑк юрӑҫсемпе хутшӑнма чылай ҫӑмӑлрах. Кӗвӗҫнине, ура хунине асӑрхаман. Нумайӑшӗпе туслӑ эпир. Хӑшӗ-пӗринпе кулленхи пурнӑҫра та тӗл пулатпӑр, сӑмахран, ташӑ каҫне ҫӳретпӗр.

— Чӑваш Атӑл урлӑ каҫнӑ чух виҫӗ кунлӑх ҫӑкӑр илме хушнӑ. Эстрада уҫлӑхне тухма хатӗрленекенӗн вара, сирӗн шутӑрпа, "кутамккине" чӑн малтан мӗн чикмелле?
_Нина_: Турӑ панӑ пултарулӑх пулмаллах.
Илемлӗ сӑн-пит пӗлтерӗшӗ те пысӑк. Ӗҫлес, ҫӗнтерес, малалла талпӑнас кӑмӑла, ҫирӗп чун-чӗрене те манмалла мар. Эстрада хӑйӗн саккунӗсемпе пурӑнать. Тен, хӑшне-пӗрне ырлаймӑн та. Меммешкесене кунта пуҫран шӑлмаҫҫӗ, ҫавӑнпах ҫаврӑнӑҫуллӑ пулмалла!.

— Мӗн ҫинчен юрлатӑр? Тата кам валли?
_Нина_: Юрату ячӗпе ҫӳрекен ушкӑн юрату ҫинчен юрламасан тӗлӗнтермӗш пулӗччӗ! Юррӑмӑрсенчен чылайӑшне ҫак ҫутӑ, хӗвеллӗ, ачаш туйӑма халаллатпӑр та. Кам валли? Юрату ҫинчен ӗмӗтленекен, уншӑн ҫунакан, ӑна кӗтекен ҫамрӑксем, уйрӑмах каччӑсем валли.

— Ҫепӗҫ саслӑ пикесемпе паллашас текен йӗкӗт те йышлӑ-тӑр...
_Нина_: Ӑҫта ӗнтӗ вӗсемсӗр? Пур, пур. Савнисем те ҫук мар.

— Ахаль ҫынна эстрада юрӑҫин пурнӑҫӗ асамлӑ юмах пек туйӑнать. Чӑнах-и? Пӗр-пӗр интереслӗ пулӑма аса илӗр-ха...
_Настя_: Ой, ҫумӑр айӗнче юрланине ӗмӗрне манассӑм ҫук! Район уявне халалланӑ концерта хутшӑннӑччӗ. Шӑп эпир сцена ҫине тухсан ҫумӑр ӳккелеме тытӑнчӗ. Унтан — витререн тӑкнӑ пек! Куракансенчен хӑшӗ аслӑк айне пытанчӗ, хӑшӗ сунчӑк туртса кӑларчӗ. Пур пӗр пирӗн ҫинчен куҫ илмеҫҫӗ. Шеллесе алӑ сулакансем те тупӑнчӗҫ: ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ! Эпир вара ниме пӑхмасӑр юрласа пӗтертӗмӗр. Шалкӑм ҫумӑр айӗнчи юррӑмӑра ентешӗмӗрсем паян кунччен асӑнса пурӑнаҫҫӗ!..

— Сцена ҫине, халӑх умне тухиччен мӗнле хатӗрленетӗр? Тен, кӗлӗ вулатӑр, хӑрах ура ҫинче сикетӗр, хул пуҫҫи урлӑ суратӑр?
_Нина_: Пирӗн пӗр йӑла пур: куракансен умне тухиччен пурте пӗрле карталанса тӑратпӑр, пӗр-пӗрне ытамласа ӑнӑҫу сунатпӑр. Пулӑшать пек!

— Хӗрсем питӗ чӑркӑш теҫҫӗ. Ушкӑнра килӗштерсе пурӑнма йывӑр мар-и?

Настя: Ҫу-ук! Туслӑ пурӑнатпӑр, пӗр-пӗрне ӑнланма, пулӑшса пыма тӑрӑшатпӑр.
_Нина_: Эпир Настьӑпа пӗр-пӗрне тахҫанах пӗлетпӗр. Оксана пирӗншӗн ҫӗнӗ ҫын пулин те ҫакна халӗ туймастпӑр та ӗнтӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ хӗр вӑл. Унпа хутшӑнма питӗ ҫӑмӑл. Пытармастӑп, ушкӑнра хама ҫав тери канлӗ туятӑп. Хӗрсем — манӑн чи ҫывӑх, чи шанчӑклӑ туссем.

— Пушӑ вӑхӑта пӗрлех ирттеретӗр-и?
_Нина_: Пӗрле нихӑҫан та тунсӑх мар пире. Тӗрлӗ ҫӗрте вӗреннӗрен юлташӑмӑрсем йышлӑ, вӗсемпе те уҫӑлса ҫӳрес килет. Хӑш чухне пӗр-пӗринчен канни пӑсмасть.

— Урамра палласа илеҫҫӗ-и?
_Настя_: Пулкалать. Туррипе каласан, пире ку питех килӗшмест. Юрӑҫ пике пек йышӑнни, санран темӗнле тӗлӗнтермӗш кӗтни йӑлӑхтарать.
_Нина_: Университетра вӗренме тытӑнсан час-часах ҫурӑм хыҫӗнче пӑшӑлтатнине илтеттӗм: "Пӑх, пӑх, "Юрату.ru" иртсе кайрӗ!" Аванмарланаттӑм...

— Ҫывӑх ҫыннӑрсем, савнисем сирӗн ӗҫе мӗнле хаклаҫҫӗ?
_Настя_: Хӑнӑхрӗҫ ӗнтӗ. Малтанласа эпир эстрадӑна тухма пултарассине ӗненместчӗҫ — ӗнентертӗмӗр.
_Нина_: Каччӑсемпе йывӑртарах. Ҫӳреме пуҫличчен эпир сцена ҫинче юрлани килӗшет вӗсене, кайран вара кӗвӗҫме пӑхаҫҫӗ. Ара, хӗрпе каччӑлла ҫӳреме тытӑнсан харпӑрлӑх туйӑмӗ ҫивӗчленет пулас йӗкӗтсен: концерт вӑхӑтӗнче пире ҫӗр-ҫӗр куҫ сӑнани килӗшмест, ют каччӑсем тимлени тарӑхтарать.

— Сцена ҫинчи пикесем кулленхи пурнӑҫри "Нина-Настя-Оксанӑран" уйрӑлса тӑраҫҫӗ-и?
_Нина_: Ытти чухне хама лӑпкӑ тытма тӑрӑшатӑп. Сцена ҫинче вара чунӑма ирӗке яратӑп, унта пач урӑхла эпӗ. Сцена ҫинчи Нина мана тем тесен те ытларах килӗшет. Оксанӑпа Настя ҫинчен калас пулсан вӗсем кулленхи пурнӑҫра та, сцена ҫинче те пӗр пек — уҫӑ чунлӑ, хаваслӑ.

— Юрату ҫинчен юрлатпӑр терӗр. Паян ҫак туйӑм хакӗ чакнӑ пек туйӑнать. Мӗнле шутлатӑр, пурах-ши вӑл, юрату текен асамлӑх?
_Настя_: Паллах, пур! Тен, хальлӗхе чӑнласах юратса курман эпӗ, ҫапах ӗненетӗп ӑна.
_Оксана_: Пур, тем тесен те пур. Юрату пуртан пурӑнатпӑр та, юрату хӑвачӗпе сывлатпӑр, ҫӗнӗ юрӑсем хайлатпӑр...
_Нина_: Ман шутпа вара, юрату вӑл — ҫын ӑсласа ҫитерейми асамлӑх. Пӗр-пӗрне хисепленине те, хӑнӑхса ҫитнине те, килӗштернине те ҫак сӑмахпа палӑртатпӑр эпир. Йӑнӑш ку! Юрату пур, анчах этем чӗри унӑн чӗрчен ҫепӗҫлӗхне, тасалӑхне йышӑнса ӑнланма яланах пултараймасть.

— "Юрату.ru" ӗмӗт-тӗллевне пӗлесчӗ...
_Нина_: Пултарулӑхӑмӑра аталантарсах пырасчӗ, ҫӗнӗ юрӑсемпе куракансен умне тухасчӗ. Ҫамрӑклӑх ӗмӗтленме пултарнипе телейлӗ. Тӗллевӗмӗрсене пурнӑҫа кӗртме хӑват ҫитересчӗ...

Ирина Степанова.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2007, 48 №


 
Категорисем: Юрату.Ру
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-26 12:25:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4257 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем